Етӗрне районӗнчи уйлӑхра ачана пусмӑрланине мускавсем тӗпчеccине паян ирпе эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ, ачан ашшӗ-амӑшӗпе ҫес мар, тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа та тӗл пулнӑ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи ача уйлӑхӗнче пӗр хӗрачана темиҫен пусмӑрланӑ сӑмах тухнӑччӗ. Анчах ҫав пӑтӑрмах чылайччен вӑрттӑнлӑхра упраннӑ. РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ-пуҫарнах.
Мускавран килнӗ Игорь Комиссаров шар курнипе тата унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе, вӗсен пурнӑҫ условийӗпе паллашнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Комиссаров Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаилом Игнатьевпа, республика прокурорӗпе Василий Пословскийпе, этем правине хӳтелекен Чӑваш Енри уполномоченнӑйпа Надежда Прокопьевӑпа та курса калаҫнӑ.
Оппозици шутланакан парти пайташӗсене Етӗрнере те пухӑва кӗртмен. Районӑн кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пуху эрнекун хулари 3-мӗш вӑтам шкулӑн акт залӗнче иртнӗ. Унта пухӑниччен Михаил Игнатьев Элтепер вӗренӳ учрежденийӗпе паллашнӑ. Пуҫламӑш класа ҫӳрекен ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ иккен. Анчах килес ҫул хулара пуҫламӑш шкул хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва либерал-демократсен партийӗн пайташне Ольга Угабаевӑна кӗртмен. Унта лекессишӗн вӑл малтанах ҫырӑнма пӑхнӑ, анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ канашлӑва предприятисемпе организацисен пуҫлӑхӗсене ҫеҫ чӗннине, Ольга Угабаева валли вырӑн ҫуккине пӗлтернӗ-мӗн. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Владимир Офаринова та пухӑва хутшӑнма ирӗк паман.
Маларах эпир Сергей Семенов депутата Ҫӗнӗ Шупашкарти пухӑва кӗртменнине пӗлтернӗччӗ.
Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗр ҫул ҫитмен хӗрачана пусмӑрланӑ тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӗпчев пуҫарнӑ. Калаҫтаракан ҫак пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчеме пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров килнӗ. Мускавран ҫитекен пакунлӑ ҫав ҫын пуҫиле ӗҫе тӗпчекенсемпе тата шар курнӑ хӗрачан ашшӗ-амӑшӗпе курса калаҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнер пӗлтернӗ. Хамӑр регионти тӗпчевҫӗсен ӗҫне те вӑл хак памалла.
Паян пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ май ҫак ӗҫе В.П. Сербский ячӗллӗ психиатрипе наркологин нацин медицинӑпа тӗпчев институчӗн специалисчӗсене те явӑҫтарӗҫ. Ура ҫине РФ Сывлӑх сыхлав министерствин ертӳҫисем таранах тӑнӑ. Ачана Мускаври сиплев учрежденийӗсенче психологи тата кирлӗ ытти медицина пулӑшӑвне кӳмелле.
Чӑваш Ен Элтеперӗн 2018 ҫулшӑн паракан грантне кӑҫал вӗренӳ тытӑмӗнчи 20 учреждени тивӗҫӗ. Вӗсен йышӗнче, шкулсем, ача пахчисем, техникумсем тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗсем пур. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат сайчӗ хыпарлать.
Учрежденисене пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме 200-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Телейлисен йышне Ҫӗмӗрлери сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасен интернат шкулӗ, 1-мӗш ача пахчи, ача-пӑча пултарулӑх центрӗ, Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗ, транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ, 5-мӗш гимнази, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсем, 113-мӗш, 180-мӗш ача пахчисем, «Эткер» центр, Вӑрнарти 7-мӗш ача пахчи, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчи, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗ, 9-мӗш шкул, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗ, Етӗрнери 1-мӗш гимнази тата Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри А.П. Айдак ячӗллӗ шкул кӗнӗ.
Францири чӗлхеҫӗ Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнчи Пушкӑрт ялне экспедицие килӗ. Пӗччен мар, студентсемпе.
Чӑваш халлапӗсен чӗлхин тӗпчевҫи, Францире пурӑнакан Татьяна Никитина нумаях пулмасть Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнч епулнӑ. Францири Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем ирттерекен наци институтӗнче тӑрӑшаканскер вырӑсла, хрантсусла пӗлет. Хӗрарӑм-тӗпчевҫӗ Чӑвашла та вӗренесшӗн иккен. Татьяна Никитина чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗпе – халапсемпе – кӑсӑкланнӑ май вӗсене чӗлхе енчен тӗпчесшӗн.
Чӑваш Ене тӗпчевҫӗ Питӗрти экономикӑн аслӑ институчӗн танлаштаруллӑ лингвистикӑпа литературоведени уйрӑмӗн студенчӗсемпе ҫитессине Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ.
Татьяна — Етӗрне районӗнчен Питӗре тухса кайнӑ чӑваш арҫыннин хӗрӗ.
Етӗрне районӗнче суд приставӗсем шыв сечӗн скважинин ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Шыва лабораторире тӗрӗсленӗ. Вӑл гигиена нормативӗсемпе тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Кунашкал шыв ҫынсемшӗн те, чӗрчунсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кунсӑр пуҫне вӑл тавралӑха сиен кӳрет.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ял тӑрӑхӗн администрацине айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Скважинӑна 30 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫӑлри шывра сиенлӗ бактерисем тупса палӑртнӑ. Ҫӑла хӑйне те юсамалла. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупма йышӑннӑ. Ҫынсем унтан 60 талӑк шыв ӑсаймӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ, музыка педагогӗ, композитор, Олимпиада Яковлевна Агакова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Юбилея халалласа Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Славная дочь земли Чувашской» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ хӗрӗ) курав-портрет уҫнӑ. Унта «Знамя труда» хаҫатра тата «Тӑван Атал» журналта, тӗрлӗ кӗнекере ун ҫинчен пичетленнӗ ӗҫсем, сӑн ӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ.
О.А. Агакова 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткасси ялӗнче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗсӗр ӳснӗ вӑл. Ашшӗ, Яков Ананьевич Агаков, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗскер, чӑваш чӗлхине, литературине тата музыка вӗрентнӗ. Кӗвӗ-ҫемме юратакан Олимпиада Агакова Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Кайран вӑл чылай ҫул педагог пулса ӗҫленӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 19 ача чӳречерен ӳкнӗ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управенийӗ ҫирӗплетет.
Юрать, ачасем чывӑ-чӗрех. Анчах, шел те, пур тӗслӗхре те ашшӗ-амӑшӗн айӑпӗ пур. Вӗсем ачисене пӗччен хӑварнӑ. Лешсем вара чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 1 ҫулти хӗрача иккӗмӗш хутри хваттер чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Вӑл та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пӗрремӗш хутри хваттер чӳречинен 7 ҫулти арҫын ача ӳкнӗ. Халӗ ҫак ачасене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Ашшӗ хӗрне сывлӑха ҫ ирӗплетмелли ҫуллахи ача-пӑча уйлӑхӗнче мӑшкӑллани пирки пӗлтернӗ. Ку пӗлтӗр Етӗрне районӗнче пулма пултарнӑ. Следовательсем ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта хӗрача сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхра каннӑ. Унта ӑна мӑшкӑллани пирки ашшӗ пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн следовтальсем процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарлать.
Етӗрне районӗнчи Ҫухра ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кӳршин пӳртне чӗртсе янӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Юрать, пушар тухнине вӑхӑтра асӑрханӑ, ӑна ҫийӗнчех сӳнтернӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер кӳршин кил хуҫалӑхӗнчи алӑкне, картапа тата йывӑҫ ҫуртпа сыпӑнтарнӑскере, тивертсе янӑ. Ӳсер хӗрарӑм курайман кӳршин хуҫалӑхне ҫунтарса яма тӗллевленнӗ.
Ҫулӑм алӑка, картана, ҫуртӑн карнизне сиенлетнӗ. Тӑкак 20 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Суд хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн ӗҫе вырнаҫмалла, ҫӗрле килте лармалла, эрех сутакан вырӑнта пулмалла мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |